Министерство труда и социальной защиты Чувашской Республики

Çĕнĕ професси илеççĕ

Ĕç рынокĕнчи лару-тăрăва çивĕч теме çук пулин те Шăмăршă районĕнчи центра кăçал 718 çын пынă. Çакă вăй питти халăхăн 8, 25 проценчĕпе танлашать. Вĕсенчен 377-шне патшалăх учрежденийĕнче шута илнĕ.

    ИРТНĔ çулсенчи пекех алăк хăлăпне тытма тивĕçесси кадрсем улшăнса тăнипе çыхăннă. Сăмахран, ĕç шыракансенчен 163-шĕ е 22, 7 проценчĕ асăннă тапхăрта предприяти-организацирен хăйĕн ирĕкĕпе тухнă. Сăлтавĕ – шалу тивĕçтерменни.

     Йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ çынсене пулăшас тĕллевпе центр пĕрисене яланлăхах е вăхăтлăх ĕçе вырнаçтарать, теприсене профориентаци юхăмне хутшăнтарать. Виççĕмĕшсем валли общество ĕçĕсем тупăнаççĕ. Предприниматель ĕçне пуçăннă тĕслĕх те пур.

     Граждансене профессие вĕрентни е урăх специальноçа хăнăхтарни рынокри лару-тăрăва йĕркелесе пыма нумай пулăшать. Ку енĕпе Шăмăршăсенчен вĕренмелли нумай. Кÿкеçри «Вĕренÿпе курссен комбиначĕ» патшалăх учрежденийĕпе тачă çыхăну тытать вăл. Унăн Шăмăршăри филиалĕнче ĕçпе тивĕçтерекен центр направлени панипе тракторист-машинистсем хатĕрлеççĕ. Çакă Хырла тăрăхĕшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ: тыр-пул, тымар-çимĕç çитĕнтерекен, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекен эрттелсем халĕ тепĕр хут ураланма пуçларĕç. Пур çĕрте те техникăна лайăх ăнланакан специалистсем кирлĕ.

     Асăннă комбинат тивлечĕпех юлашки пилĕк çулта «котельнăй операторĕ» специальноçа 80 çынна хăнăхтарнă. Юлашки вăхăтра çут çанталăк газĕпе ăшăтакан кăмакасене пăхса тăма хĕрарăмсем те кăмăл тăваççĕ. Центр сĕннипех стропальщик, электрогазосварщик вăрттăнлăхĕсене алла илекен пур.

     Ĕçпе тивĕçтерекен центрта шутра тăракансем валли «Ĕç шыракансен клубне» уçнă. Унăн занятийĕсенче пурнăçри йывăрлăхсене çĕнтерсе пымалли мелсене ăша хывни пуриншĕн те усăллă. Нумаях пулмасть психолог унта ĕçсĕр ултă çынпа (çав шутран тăваттăшĕ – инвалид) тĕл пулса калаçнă, вăтăрăшĕпе «Тĕллеве пурнăçласси» тренинг ирттернĕ.

      Çакăн пек тĕллевлĕ тата çине тăрса ĕçлени чăннипех усă кÿрет. Центр директорĕ Сергей Кузьмин пĕлтернĕ тăрăх, кăçал 604 çынна ĕçе вырнаçтарнă, çав шутра 148-шне – яланлăхах. Кашни иккĕмĕшĕн ыйтăвне вунă кунра татса панă.



"Шăмăршă хыпарĕ"
12 ноября 2008
00:00
Поделиться